Ял хуҫалӑхӗ
Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В. Софронов (сулахайри) Канаш районӗнче ӗнер агроконференци иртнӗ. Район администрацийӗн агропромышленноҫ предприятийӗсемпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валерий Никоноров ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене ирттермелли планпа паллаштарнӑ. Кӑҫал канашсем ҫуртрисене 24,2 пин гектар акасшӑн. Ҫав шутран пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем 14 пин гектар йышӑнмалла. Кӗрхи культурӑсене 5 пине яхӑн гектар ҫинче апатлантармалла тата нӳрӗк тытса хӑвармалла, 4,4 пине яхӑн гектар ҫинчи нумай ҫул ӳсекен курӑксем те ҫак ӗҫсене пурнӑҫласа кӗтеҫҫӗ. Кӗрхи тӗш-тырӑ пирки каларӑмӑр та, вӗсенчен 80 процентне специалистсем аван тесе хакланӑ, ыттин апла мар иккен. Фермӑсене выльӑх апачӗпе тивӗҫтересси пирки те ҫуркуннех шухӑшламалла. Кун валли нумай ҫул ӳсекен курӑк лаптӑкне пысӑклатасшӑн. Лаптӑка пысӑклатнипе пӗрлех курӑк ассортиментне те сарма шухӑшлаҫҫӗ. Сӑнсем (15) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Канаш районӗнчи Эдуард Шамуков фермер кӑркка ӗрчетсе Раҫҫей шайне тухасшӑн, Чӑваш Ене унӑн ашӗпе тивӗҫтересшӗн. Раҫҫейри лавкка сентрисем ҫинче кӑркка какайӗ сахал — 3 процент ҫеҫ. Канаш районӗнчи фермер вара ҫак ӗҫе аталантарса ярасшӑн. Эдуард Шамуков пӗлтӗр кӑркка ӗрчетме тытӑннӑ. Малтан вӑл 1 пин ытла гектар ҫинче тыр-пул ӳстернӗ. Анчах унпа кӑна тупӑш туса илме ҫук-мӗн. Ҫапла кӑркка ӗрчетес шухӑш ҫуралнӑ. Вӗсене вӑл Ставрополь енӗнче туяннӑ. «Универсал» йӑх темиҫе йӑха пӗрлештернипе пулнӑ. Вӗсене пӑхма ҫӑмӑл, куштан мар-мӗн. Аҫи 17 эрнере 6,5 килограма ҫитме пултарать. Кӑрккасене кунне икӗ хут тӑрантараҫҫӗ. Ятарлӑ хутӑш тӑваҫҫӗ, апата хӑйсем ӳстереҫҫӗ. Кӑркка пӑчкӑ кӗрпи е хӗвелҫаврӑнӑш вӑррин хуппи ҫинче выртса тӑрать. Фермер туянакансене тупнӑ ӗнтӗ. Ытларахӑшӗ Чӑваш Енренех. Анчах вӑл пурӑна-киле какая ытти ҫӗре те ӑсатма тытӑнасшӑн. Шамуковӑн тӗллевӗсем пысӑк. Анчах вӑхӑт кирлӗ. Вӑл кӑрккасен сарайне ҫӗнетесшӗн, унта газ кӗртесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Халӗ фермерсене патшалӑх укҫа-тенкӗ енчен пулӑшма тӑрӑшать. Комсомольски районӗнчи Тукай ялӗнче пурӑнакан Ибрагимовсен хуҫалӑхӗ ав кунсерен тенӗ пек аталанать. Ҫемье Романов сурӑхӗсене ӗрчетет. Вӗсем икӗ ҫул каялла патшалӑхран 900 пин тенкӗ пулӑшу илнӗ. Ҫак укҫапа Ибрагимовсем сурӑхсем валли ферма хӑпартнӑ. Укҫа тивӗҫмешкӗн документсем хатӗрленӗ чухне вӗсен 10 сурӑх ҫеҫ пулнӑ. Пӗлтӗр ҫемье хӑйсен укҫипе 80 пуҫ сурӑх туяннӑ. Халӗ Ибрагимовсен ферминче — 230 сурӑх. Малашне вӗсем, Ринат Ибрагимов каланӑ тӑрӑх, 300 сурӑхран кая мар усрасшӑн. Романов сурӑхӗн ҫӑмӗ те питӗ паха. Пӗр ами икӗ ҫулта виҫӗ хут пӑрамлать. Чылай чухне — йӗкӗреш, виҫӗреш… Сурӑхсене тӑрантармашкӑн Ибрагимовсем тыр-пул ҫитӗнтереҫҫӗ. Фермӑра икӗ ҫын валли ваканси хатӗрленӗ, унта иккӗн тӑрӑшаҫҫӗ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Нумаях пулмасть Россельхознадзорӑн сайтӗнче Чӑваш Енре ют ҫӗршывсенчен кӳрсе килнӗ вӑрӑлӑх нумайланасса пӗлтернӗ. Хальлӗхе вӗсене АПШран, Болгарирен, Чилирен, Францирен илсе килеҫҫӗ. Ведомство ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр те кӳрсе килнӗ вӑрлӑх нумай пулнӑ. Ку кӑҫал та ӳсессине пӗлтернӗ. Ӳсентӑран вӑррисене ытти ҫӗршыва яракан компанисен вӗсене тӗплӗн тӗрӗслемелле. Кун пирки 2015 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗнче тухнӑ саккунра каланӑ. Вӑрӑлӑха ятарлӑ контейнерсенче кӳрсе килеҫҫӗ. Вӗсене питӗ лайӑх хупаҫҫӗ, сывлӑш кӗртмеҫҫӗ. Ку вӑрра кӳрсе килнӗ чухне уҫасран хӳтӗлет. Анчах специалистсен кайран та вӗсене лабораторире тӗрӗслемелле. Ведомство Раҫҫее ют ҫӗршывран илсе килекен вӑрлӑх мӗнпур партийӗ пирки систерме ыйтать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Раҫҫейри хӑш регионсем сӗт нумайрах суса илеҫҫӗ? Кун тӗлӗшпе танлашӑм (рейтинг) хатӗрленӗ. Пушкӑрт тата Тутар республикисем, Алтай крайӗ пӗлтӗр «сӗт фермисем» пулса тӑнӑ. Ҫак виҫӗ регион сӗт туса илес енӗпе малти вырӑнсене йышӑннӑ. Ку кӑтартусем пирки Top-RF.ru агентство пӗлтерет. Пушкӑртстанра 2014 ҫулта 1773,1 пин тонна сӗт туса илнӗ. 2013 ҫулхипе танлаштарсан, ку 3,6% нумайрах. Тутарстанра та сӗт туса илесси 1% хӑпарнӑ. 2014 ҫулта унта 1728,8 пин тонна сӗт сунӑ. Алтай крайӗнче пӗлтӗр 1414,9 пин тонна сӗт сунӑ. Ку 2013 ҫулхипе танлаштаран, 103,%. Вӗсем хыҫҫӑн рейтингра Краснодар крайӗ тата Ростов облаҫӗ вырнаҫнӑ. Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, 2014 ҫулта Раҫҫейре пӗтӗмпе 30,6 миллион тонна сӗт туса илнӗ. 2013 ҫулхипе танлаштарсан, ку кӑштах ҫеҫ нумайрах — 0,1%. Раҫҫейри 46 регионта сӗт туса илесси ӳснипе палӑрнӑ. Рейтинга лекнӗ регионсен йышне Чӑваш Ен те кӗнӗ. Вӑл — 29-мӗш вырӑнта. Пирӗн республикӑра пӗлтӗр 423,1 пин тонна сӗт сунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Ӗнер Шупашкарти «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче ҫӗрулми куравӗ уҫӑлнӑ. Раҫҫейри 15 регион, Беларуҫ хӑйсен сорчӗсемпе, вӗсене мӗнле ҫитӗнтернипе тата упранипе паллаштараҫҫӗ. Ахаль ҫынсем те ку курава селекционерсем пекех чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ. Виҫӗ куна тӑсӑлӑкан куравра элита вӑрӑсем туянма, ҫӗрулмирен хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫе тутанма пулать. Раҫҫейри чылай ҫын ҫӗрулмине иккӗмӗш ҫӑкӑр вырӑнне хурать. Илья Шиварев фермершӑн вара вӑл — пӗрремӗш вырӑнта. Унӑн ҫемйи ҫӗрулми кӑмӑллать. Вӑл куравра ав икӗ урапа ҫӗрулми сутнӑ. Кунта ҫын нумай хӗвӗшет-ҫке-ха. Фестиваль тахҫанах регионсен шайӗнчи пулса тӑнӑ. Йӗркелӳҫӗсем пурӑна-киле вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри пулса тӑрасса та иккӗленмеҫҫӗ. Кунта фермерсем пӗр пӗринпе тӗл пулса ҫыхӑну йӗркелеҫҫӗ. Кунта нимӗнле санкци те хӑрушӑ мар. Темиҫе компани хӑйсен ӗҫне кӑтартнӑ. Куравра ҫӗрулми упрамалли хальхи йышши вырӑн пирки те калаҫнӑ. Республикӑшӑн ку пӗлтерӗшлӗ. Пӗлтӗр кӑна 25 тонна ытла пахча-ҫимӗҫ вырнаҫакан темиҫе склад тунӑ. Куравра ҫынсем апат-ҫимӗҫ сентрисенчен мар, вӑрлӑх сутнӑ ҫӗртен татӑлма пӗлмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Ен хальхи йышши приборсем туяннӑ. Вӗсемпе сӗт пахалӑхне тӗрӗслеме пулать. Хатӗр-хӗтӗр Шупашкар районӗнчи ветеринари станцийӗсенче пулӗ. Унччен сӗте ӗне чирленӗ чирсен тӗлӗшпе ҫеҫ тӗрӗслеме пултарнӑ. Халӗ вара аппаратсем унра мӗн чухлӗ ҫу пулнине, шыв янипе яманнине те тӗрӗслеме пултарӗҫ. Шупашкар районӗнчи чӗрчунсен чирӗсемпе кӗрешекен станци пуҫлӑхӗ Сергей Ефремов каланӑ тӑрӑх, сӗт пахалӑхне ӳстересси ӑна пухакан ҫынсемшӗнех усӑллӑ. Унӑн 2014 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӑя кӗнӗ Таможня союзӗн техника регламенчӗпе килӗшӳллӗн пулмалла. Хальлӗхе хатӗр-хӗтӗре Кӳкеҫре тата Ишекре лартнӑ. Ҫулталӑк вӗҫлниччен вӗсем Шупашкар районӗнчи мӗнпур 17 ветеринари участокӗсенче те пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Паян Канаш районӗнче фермер пулма вӗрентнӗ. «Ӗҫ пуҫлакан фермерсене пулӑшасси» тата «Ҫемье выльӑх-чӗрлӗх фермисене аталантарасси» программӑсемпе йӗркеленӗ семинара ҫынсем район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗн пӳлӗмӗнче пухӑннӑ. Унта ӗҫ пуҫлакан фермерсене, фермер хуҫалӑхӗсен ертӳҫисене тата агропромышленноҫ комплексӗ енӗпе тӑрӑшакан тӳре-шарана йыхравланӑ. Пухӑннисем умӗнче тухса калаҫнӑ райадминистрацин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Анатолий Егоров хӑйсен ӗҫне пуҫаракан фермерсене тата выльӑх-чӗрлӗх фермисене аталантарма патшалӑх укҫа-тенкӗ енчен пулӑшнине пӗлтернӗ. 2012–2014 ҫулсенче 6 фермера тата 1 фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхне выльӑх-чӗрлӗх фермисем ҫӗклеме пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухрӗ. Унта вӑл палӑртнӑ самантран пӗри ял ҫыннисене тӳрремӗнех пырса тивет. Михаил Васильевич ял хуҫалӑхӗнче сӗт туса илесси тухӑҫлӑ отрасль пулнине палӑртрӗ. Унтан та ытларах — сӗт сутса ҫулталӑкӗпех тупӑш илме май пур. Отрасль тикӗс ӗҫлесе пытӑр тесен сӗте туса илекенсен, ӑна пуханакансен тата тирпейлекенсен пӗр-пӗринпе килӗштерсе, кашнишӗн усӑллӑ хутшӑну йӗркелемелле тесе шухӑшлать Элтепер. Михаил Игнатьев каланӑ тӑрӑх, сӗт туса илекенсен хушшинче конкуренцие аталантарассипе юлашки ҫулсенче республикӑра самай ӗҫ пурнӑҫланӑ. Ҫуркуннепе ҫулла сӗт хакӗ чакнишӗн ял халӑхӗ тӗрӗсех кӑмӑлсӑрланать тесе шухӑшлать республика Элтеперӗ. «Ҫавӑнпа та Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин, Экономика аталанӑвӗн министерствин, Ветеринари службин тата районсемпе хуласен администрацийӗсен сӗт пахалӑхне тата ун хакне тӗрӗслесе тӑмалла», — палӑртрӗ Михаил Игнатьев. Уйрӑм хушма хуҫалӑхсемпе сӗт укҫипе татӑлма кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тухӑҫлӑ тытӑм йӗркелемелле. Ун пекки пысӑк хуҫалӑхсем валли пур-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Юлашки вӑхӑтра купӑста хакӗ ӳсни пирки калаҫаҫҫӗ. Чӑнах та, пасарпа лавккасенче унӑн хакӗ палӑрмаллах хӑпарнӑ. Ҫакна тӗрӗслес тӗллевпе ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов ҫула тухнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле журналистсене те илнӗ. Пӗр ыйтӑва уҫӑмлатма тӗллевленнӗ: купӑста туса илекен аллинчен кайса лавкка сентри ҫине ҫитиччен мӗн чухлӗ хакланать? Министр Элӗк районне ҫитнӗ. Кунта пахча ҫимӗҫ ӳстерекен чылай. Сергей Волков фермерӑн хуҫалӑхне ҫитсе курнӑ. Вӑл 31 гектар ҫӗр ҫинчен 910 тонна пахча ҫимӗҫ туса илнӗ. Курттӑммӑн туянакансем 22 тенкӗпе пухаҫҫӗ-мӗн. Волков хуҫалӑхӗ тахҫанах ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Фермер ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курать. Нумаях пулмасть пахча ҫимӗҫ упрамалли вырӑн тунӑ вӑл. Волков купӑста сутса тупӑш тӑвасшӑн. Министр Шупашкарти «Николаевски» пасарта та пулнӑ, лавккасене те ҫитнӗ. Ҫакӑ ҫиеле тухнӑ: пасарта купӑста хакӗ пӗчӗкрех. Ӑна унта 23 тенкӗпе туянма пулать тӗк лавккара 1 килограмшӑн 30 тенкӗрен кая мар кӑларса хумалла. Туянакансем те хак ӳснине туйнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ксенофонтов Иван Ксенофонтович, чӑваш актёрӗ, театр ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дмитриев Аристарх Иванович чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садюков Николай Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Табаков Владимир Алексеевич, таврапӗлӳҫӗ, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Белова Зоя Степановна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пупин Пётр Степанович, чӑваш кӳлепеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти урама Мичман Павлов ятне панӑ. | ||
Пулӑм хуш... |